Чӑваш чӗлхи
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти 1-мӗш гимназире тӑван чӗлхене вӗренмелли калаҫу кружокне йӗркелесшӗн. Кун пирки асӑннӑ шкулта вӗренекен хӗрача республика Элтеперӗнчен ыйтнӑ. «Белые камни» (чӑв. Шурӑ чул) физкультурӑпа сиплев центрӗнче «Страна героев» (чӑв. Паттӑрсен ҫӗршывӗ) ҫарпа истори лагерӗн пӗрремӗш сменинче канакансемпе «Пӗр тан диалог» калаҫу ирттернӗ. Унта вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ самантсене, патриотизм темине, волонтёр юхӑмне аталантарссине, регионти туризм тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Тӑван чӗлхене вӗренмелли калаҫу кружокне йӗркелессине республикаертӳҫи Олег Николаев ырласа йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Александр Степанов тата Ираида Матьянова. chrio.rchuv.ru сайтӗнчен тата Ираида Матьянован "Контактра" страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем Чӑваш Енри 11 педагог Раҫҫей Президенчӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫӗршывӗпе илсен ун пеккисен пӗтӗмӗшле йышӗ — 1250 ҫын. Республикӑн вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров Телеграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗ-вӗрентекенсене 200-шер пин тенкӗ преми парӗҫ. Сумлӑ йышра чӑваш чӗлхи учителӗсем те пур. Вӗсем — Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 2-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ираида Матьянова тата Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулти Александр Степанов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче «Микки мыскарисем» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Чӗмпӗрте пурӑнакан Николай Ларионов ҫыравҫӑ-журналист. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ кӗнекен алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2022 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Кӗнекене кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли шӑрҫаланӑ 11 калав кӗнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ — Юлия Лутошкина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри тӳре-шара тӗнче тетелӗнче чӑваш чӗлхине тата республика историне вӗренмелли онлайн курссем пуҫарнӑ. Анчах ку тӳлевсӗр мар. Сбер Edutoria палтформӑра чӑваш чӗлхине вӗренес тесен 12 уйӑхшӑн 3 пин тенкӗ тӳлемелле. Пӗтӗмпе унта 13 лекци. Вӗсем – чӑваш чӗлхи, Чӑваш Енӗн историйӗпе культури пирки. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Елена Нарпин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем «Савӑнмалли пурах. Елчӗк тӑрӑхӗнчи стеласем ҫине ялсен ячӗсене чӑвашла та, вырӑсла та ҫырса вырнаҫтарнӑ», — хавхаланса хыпарланӑ иртнӗ канмалли кунсенче тӑван тӑрӑхӗнче пулнӑ хыҫҫӑн И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ тата ҫыравҫӑ Елена Нарпи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. «Чӑвашла ял ятне пы-ысӑк сас паллисемпе ҫырни уйрӑмах кӑмӑла кайрӗ. Маттур ҫав ман ентешсем! Кунта Чӑвашла пурӑнни аякранах курӑнать. Раҫҫей нумай чӗлхеллӗ ҫӗршыв, ытти халӑхсене сума сӑвасси вара тӑван чӗлхене, культурӑна хакланинчен пуҫланать», — пӗтӗмлетнӗ Елчӗк чӑвашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш кӗнекисем – Мускаври Хӗрлӗ тӳремре. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Хӗрлӗ тӳрем» кӗнеке фестивалӗ 9-мӗш хутчен иртӗ. Унта Раҫҫейри 400 яхӑн издательствӑпа пӗрле Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑнӗ. Вӑл вулакансене «Раҫҫей регионӗсем» 16-мӗш чатӑрта кӗтӗ. Пӗтӗмпе 150 тӗрлӗ кӗнеке илсе кайма палӑртнӑ. Фестиваль кашни кунах 10 сехетре ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӑл 22 сехетре ӗҫне вӗҫлӗ, 3-4-мӗшӗсенче – 22 сехет те 30 минутра, 5-6-мӗшӗсенче вара – 21 сехет те 30 минутра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫак уйӑхӑн 2-6-мӗшӗсенче ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Красная площадь» (чӑв. Хӗрлӗ тӳрем) кӗнеке фестивалӗ иртӗ. Ӑна Мускавра ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ, кӑҫалхи шучӗпе — тӑххӑрмӗш. Кӗнеке куравне хамӑр ҫӗршыври 400-е яхӑн издательство хутшӑнӗ, ҫав шутра Чӑваш кӗнеке издательстви те пулӗ. Чӑваш кӗнекисемпе «Раҫҫей регионӗсем» 16-мӗш чатӑрта паллашма май килӗ. Мускава пирӗн республикӑран 150 кӗнеке илсе кайма палӑртнӑ. Фестиваль кашни кунах ирхи 10 сехетре уҫӑлӗ. Пӗрремӗш кунхне, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, вӑл 22 сехетчен ӗҫлӗ; 3-4-мӗшӗсенче – 22 сехет те 30 минутчен, 5-6-мӗшӗсенче – 21 сехет те 30 минутчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иван Яковлевӑн «Сармантей» юмахӗ нумаях пулмасть ҫӗнӗрен пичетленсе тухнӑ. Юмаха Чӑваш кӗнеке издательствинче икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата вырӑсла – кун ҫути кӑтартнӑ. Чӑваш кӗнеке издательсвтинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекен кашни страницинче ӳнерҫӗ пӗр-пӗр пулӑма сӑнласа панӑ, пӗчӗк ачасен вара вӗсене тӗрлӗ тӗспе сӑрласа илемлетмелле. Сӑрласа илемлетмелли кӗнекене Ольга Федорова редактор хатӗрленӗ. Ӳнерҫи – Светлана Бритвина. Кӗнеке тиражӗ – 2000 экземпляр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тата ЧР Вӗренӳ институчӗ чӑваш лексикографӗ тата педагогӗ Михаил Иванович Скворцов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцине йӗркелеҫҫӗ. Вӑл "Лексикографин, терминологин тата куҫару теорийӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем" ятлӑ. Конференцие ӑслӑлӑх тата ӑслӑлӑхпа тӗпчев организацийӗсен ӗҫченӗсем, аслӑ шкулсен вӗрентекенӗсем, аспиранчӗсем, магистранчӗсем, вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисен тата шкулсен педагогӗсем хутшӑнӗҫ. Конференци Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн акт залӗнче 10 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӗмпӗр хулинче Акатуя пуҫтарӑнӗҫ. Ӑна ҫак эрнере, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирттерме палӑртса хунӑ. Аса илтерер: Акатуя ҫурхи уй-хир ӗҫне вӗҫленӗ хыҫҫӑн уявлаҫҫӗ. Паянхи кун ӑна республика тулашӗнчи чӑвашсем тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗрине тытса пырас, упраса хӑварас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Чӗмпӗрти уявра Акатуй йӑли-йӗркине кӑтартса парӗҫ, куракансене фольклор коллективӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Вӑйпиттисем кӗрешсе тупӑшӗҫ, кире пуканӗ йӑтӗҫ. Ал ӑстисем хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарӗҫ. Акатуйра чӑвашсен апат-ҫимӗҫне ас тивсем пӑхма та май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |